Сӗнтӗрвӑрри районӗнче юр кӳлеписен конкурсӗ иртнӗ. Чи кӑсӑкли — Шӗнерпуҫ ял каччисем юртан танк ӑсталани.
Чӑннине аса илтерекен юр кӳлепене калӑплама Шупашкарти ҫыхӑну техникумӗнче вӗренекен Виталий Кириллов шухӑш тытнӑ. Ҫак ӗҫре ӑна унӑн юлташӗсем Сергей Шемаринпа Сергей Журавлев, ашшӗ Владимир Витальевич тата шӑллӗ Алексей пулӑшнӑ.
Юр танка ял ҫыннисем кӑна мар, кӳршӗ ялсенчен те курма килеҫҫӗ.
Сӑнсем (7)
Сӗнтӗрварри районӗнчи Ӗсмелте (Октябрьски) тӗплӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнӗ «Аниш» кафе уҫӑлнӑ. Унччен ҫак ҫуртрах «Акконд-Органика» лавккана хута янӑччӗ — республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсемшӗн ун чухне хӑйсен таварӗсене сутма лайӑх вырӑн туса панӑччӗ.
Юсанӑ апатлану ҫуртне кашнин кӗрекен куҫӗнче тӗлӗнӳ вуланать тесен те йӑнӑш мар — ара малтанхипе танлаштарсан кунта халь хывӑнмалли кӗтес пур, апатлану пӳлӗмӗпе апат пӗҫермелли тӗпел те самай ҫӗнелсе улшӑннӑ-ҫке-ха!
Кафене ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн вӑл хитреленнине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ю.Моиссев та, Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗ В. Морозов та, Чӑвашпотребпӗрлӗх правленийӗн председателӗ Л. Абрамов та асӑрхарӗҫ. Ю. Моисеев хӑйӗн сӑмахӗнче районти потребпӗрлӗх малашне те вӑйлӑ аталанса пырасса шанса каларӗ.
Шел те, ячӗ темшӗн вырӑсла. Пирӗн пуҫлӑхсен пуҫӗнче темшӗн чӑвашлӑх тымар ярайман-ха. Тӗпрен ҫӗнетнӗ-ҫенетнех — ятне те чӑвашла тума пулӗччӗ ӗнтӗ. «Енӗш» епле илемлӗ вуланать-ҫке! Вырӑссем вулаймасран хӑраҫҫӗ пулсан — Кӳкеҫри лавккана «Кӗтне» ят паракансем ун пирки пӑшӑрханман-ҫке.
Кӑҫал ҫанталӑк ытла та улшӑнуллӑ. Пӗрре сивӗтсе пӑрахать те, тепре ӑшӑтса ярать. Ӗнер кӑна тумлам юхатчӗ, ирхи тӑратӑн — шӑнтса та лартнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнчи ачасем ӑшӑ ҫанталӑкпа вӑхӑтра усӑ курса юлас терӗҫ — ялти пуҫламӑш шкул картишӗнче юртан кӳлепесем ӑсталаса лартрӗҫ. Чӑн-чӑн ӑстасем ӳсеҫҫӗ тейӗн — кашни кӳлеме чаплӑ пулса тухнӑ: упа ҫури те, космос карапӗ те, юр катемпи те.
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫитнӗрен шкул ачисем хальхи вӑхӑтра килте канаҫҫӗ. Ҫапах та вӗренме ҫӳремеҫҫӗ пулин те вӗсем тунсӑхласа лармаҫҫӗ. Ав, Сӗнтӗрвӑрри шкулӗн 6–9-мӗш класӗсенче пӗлӳ пухакансем кӑрлачӑн 2–4-мӗшӗсенче чӑрӑш тавра ташланӑ. Ахаль мар тата — ҫитес ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленнӗ май ҫӗнӗ урам ташшисене вӗреннӗ иккен.
«Зажигай!» (чӑв. «Ҫунтар!») ушкӑна шкул директорӗн ҫумӗ Яковлева М.В. йӗркеленӗ. Ачасем кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче раойнта ирттерме палӑртнӑ ҫамрӑксем хушшинчи ташӑ ӑмӑртӑвне хатӗрленеҫҫӗ — паллашу ташши вӗренеҫҫӗ, видоероликрине та ташлама хӑнӑхаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Семёновӑн генерал-майорӑн ячӗпе нумай пулмасть ҫыру килнӗ — Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Галина Невзорова хӑйне пулӑшнӑ полици ӗҫченӗсене тав тума ыйтнӑ.
Килти сурӑхсем ҫухалнӑ хыҫҫӑн 73 ҫулхи Галина Невзорова упӑшкипе вӗсене шырама тухнӑ. Ватӑ ҫынсем Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Сӗнтӗрварри» уйрӑмӗн йӗрке хуралҫисене пулӑшма ыйтнӑ — вӗсем хирӗҫ пулман, часах ҫӗтнӗ выльӑхсене те тупма пултарнӑ.
Вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн Галина Невзорова республикӑн ШӖМ ӗртӳҫисенчен хӑйне йывӑр вӑхӑтра хӑварман ӗҫченсене мӗнле те пулин хавхалантарма ыйтнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат ялӗнче хӗл ларриччен кивӗ пӗвене юсарӗҫ.
Ку пӗве темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ тӑрсаччӗ — пӗр ҫулхине ҫурхи шыв татса кайнӑ хыҫҫӑн ӑна юсама халӑхӑн вӑхӑт тупӑнмарӗ. Ҫавах та шыв управӗ кирлине халӑх ӑнланмасть теме пулмасть — унта хур-кӑвакал ӳстерме те, кирлӗ вӑхӑтра шыв илме те пулнине пӗлсех тӑрать. Ҫакна шута тытсах ӗнтӗ наратсем нумай пулмасть пӗвене юсарӗҫ — хулӑм труба хурса тӑпрапа витсе лартрӗҫ, вала ҫирӗплетрӗҫ.
Кунпа кӑна ӗҫ вӗҫленмерӗ — ял халӑхӗ икӗ ҫуп-ҫап купине тасатрӗ. Пӗри пӗве ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑччӗ, тепри — Октябрь урамӗ вӗҫӗнче.
Чи хастаррисем шутӗнче Лаврентьева Г.А., Сарин Е.Г., Трифонов В.А., Даньков В.В. пулчӗҫ. Чӑн та, хӑтлӑ ялта пурӑннине нимӗн те ҫитмест. Хастар ҫынсене тав сӑмахӗ ҫеҫ каламалла!
Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.
Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ял вулавӑшӗ хӑтлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, ҫулталӑк хушшинчекенеке вулама кунта 630 ҫын ытла ҫӳрет — Урхас Кушкӑран, Йӗрӗх Ҫырминчен, Тури Упакассинчен. 1975 ҫулта йӗркеленнӗ вулавӑшра темиҫе клуб ӗҫлет: «Асӑм», «Солнышко», «Колосок», «Подворье».
Нумай пулмасть «Колосок» клубӑн пайташӗсем Мӗшӗлте хӑнара пулчӗҫ — ку ялта Данилова З.Ф. пурӑнать, упӑшкипе пӗрле хӑйӗн килӗнче тӗрлӗ чӑх-чӗп ерчетет. Каласа хӑварас пулать, Зинаида Фоминична Урхас Кушкӑ ял вулавӑшне час-часах ҫӳрекен вулавҫӑ, ҫавӑнпа та клуб пайташӗсем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ.
Даниловсен картинче мӗнле кӑна кайӑк ҫук пулӗ? Тӗрлӗ тӗслӗ чӑхсем, кӑркка, кӑвакал, цесарка... — пурне те каласа тухас та ҫук. Чи юратнисем вара — ылтӑн тата кӗмӗл тӗслӗ хир чӑххисем. Кил хуҫисем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем тахҫанах турткӑш туянасшӑн пулнӑ — нумай пулмасть ҫак кайӑк вӗсен картинче вырӑн тупнӑ та иккен. Хальлӗхе аҫи кӑна, кӑштахран амине те илсе килесшӗн.
Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Йӗрӗх Ҫырми ял уявӗ иртрӗ.
Ял варринче ларакан кивӗ клуб умне халӑх иртенпех пухӑнчӗ. Пушӑ алӑпа тухмарӗҫ тата — кам хут купӑс йӑтнӑ, кам кукӑль тавраш. Йӗрӗх Ҫырми пысӑках мар ял — пурӗ те пӗр урам, 80 ҫын патнелле кунта пурӑнать. Пӗчӗк пулин те уяв программи пысӑк пулчӗ — Ҫӗрпӳ-Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ хӗрринче ларакан яла Людмила Семёновӑпа Алексей Московский эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ арисчӗ Александр Васильев ҫитрӗҫ.
Тӳре-шарасенчен уявра Сӗнтервӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю.Ф. Моисеев, Сӗнтӗрвӑрри районӗн социаллӑ аталанупа культура пай начальникӗн ӗҫне пурнӑҫлакан Л.А. Шалахманова, Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Григорьев сӑмах тухса каларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |